Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.11.03 Пĕрлехи вăйпа - çĕнĕ çăл

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://alikov.cap.ru/

Кăçалхи шăрăх та типĕ çанталăк пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратни пуриншĕн те паллă-ха. Ураскилт тăрăхĕнче те çырмари шывсем, пĕвесем, çăлсем те типсе ларнăпа пĕрехчĕ. Апат-çимĕç пĕçерме, кĕпе-йĕм çума, выльăх-чĕрлĕх шăварма та чăрмавсем тухса тăчĕç.

Советски урамĕнче пурăнакансем йывăрлăхран тухассипе ырă шухăш тытрĕç. «Пĕрлехи вăйпа çĕнĕ çăл тăвар», - терĕç.

Хурама варĕнче ĕлĕкхи çăл пурччĕ. Çавна çĕнетме виçĕ ункă (кольцо) кирлĕ пулчĕ.  Ăна тÿлесе илме ял çыннисем укçа пама пулчĕç. Ку пархатарлă ĕçе пурĕ 12 çемье хутшăнчĕç, ватăсем те аякра тăрса юлмарĕç. Çăл тунă çĕре Екатерина Обкова, Валентина Калмыкова, Николай Антипов, Зоя Татарчук, Валентина Быкова, Валентина Михайлова, Валерий Михайлов пысăк тÿпе хыврĕç. Октябрьски урамра пурăнакансем те – Мария Киселева, Виктор Васянка, Николай Александров, Анфиса Федорова кÿршĕсене пулăшрĕç.

Çĕнĕ çăлта халĕ шыв тулăх. Ун патĕнчен çынсем татăлма та пĕлмеççĕ. Шыва витресемпе йăтаççĕ, мотоблоксемпе те турттараççĕ.

Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика