Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

И. Я. Яковлев - Аслă Вĕрентекенĕмĕр

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://alikov.cap.ru/

Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕр, пирĕн патриархăмăр - çак чаплă сăмахсем пурте Иван Яковлевич Яковлев çинчен. Мĕншĕн-ха пирĕн халăх ăна çапла пысăка хурса хаклать? Мĕншĕн тесен вăл пурнăçĕ тăршшĕпех тăван халăхне тĕттĕмлĕхрен, чухăнлăхран хăтарас, унăн культурине чи вăйлă аталаннă нацисен шайне çити çĕклес тесе тăрăшнă. Тỹре-шарасем чăрмав кỹнине, ытти йывăрлăхсене пăхмасăр И.Я.Яковлев хăй умне лартнă тĕллев патнелле çирĕппĕн утнă. 1868 çулта вăл Чĕмпĕрте чăваш, тутар, мăкшă ачисем валли шкул уçать, малтанхи вăхăтра ăна хăй укçипе тытса тăрать. Каярахпа çак шкул Чĕмпĕр чăваш шкулĕ ятпа историне кĕрсе юлать. Кунта вĕренсе тухнă, учитель ятне илнĕ вун-вун чăваш çамрăкĕ ялсем тăрăх саланса тăван халăх хушшинче пĕлỹ сарнă. Пĕлĕвĕ вара тĕрлĕ енлĕ пулнă: вулама-çырма çеç вĕрентмен, ял хуçалăх ĕçне наука ыйтнă пек йĕркелеме те, ал ĕç ăслайĕсене те т. ыт. те хăнăхтарнă. Чĕмпĕр шкулĕнчен вĕренсе тухнă Константин Иванов, Федор Павлов, Иоаким Максимов-Кошкинский тата ыттисем те чăваш культуришĕн тĕлĕнмелле сумлă ĕçсем туса хăварнă.

1871 çулта Иван Яковлев хăйпе пĕр шухăшлă çынсем пулăшнипе чăваш алфавитне йĕркеленĕ, пĕрремĕш чăваш букварьне тата вĕренỹ кĕнекисем пичетлесе кăларнă. Çапла майпа вăл чăваш çырулăхне, литературене ирĕклĕн аталантармашкăн çул уçнă.

Иван Яковлевич Яковлев Атăл тăрăхĕнчи халăхсем валли вуншар шкул уçнине те, унти вĕренỹ ĕçне йĕркелесе, пăхса тăнине те манар мар. Патша саманинче вырăс мар халăхсене хутла вĕрентме ирĕк илмешкĕн питĕ йывăр пулнă. Çавăнпа Иван Яковлевича чăвашсем кăна мар, ытти халăх çыннисем те пысăка хурса хаклаççĕ.

И.Я.Яковлев темиçе ют чĕлхе пĕлнĕ, тĕрлĕ çĕршыв ученăйĕсемпе çыхăну тытнă. Вĕсенчен чылайăшĕ Чĕмпĕре тĕрлĕ ыйтусемпе канаш илмешкĕн ятарласа килнĕ.

Аслă Вĕрентекенĕмĕр тунă пысăк ĕçе эпир, чăваш çыннисем, çулсем иртнĕçемĕн тата ытларах хаклатпăр.

Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика