Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Чи çирĕп çемье никĕсĕ - юратупа килĕшÿре

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://alikov.cap.ru/

Çемье кашни çын пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнать. Унта эпир пĕрне-пĕри юратма, аслисене хисеплеме, пулăшма тата каçарма вĕренетпĕр.

Чăннипех те юлашки вăхăтра çемьен пĕлтерĕшĕпе обществăри вырăнĕ çине пысăк тимлĕх уйăрни куç кĕрет. Çитĕнекен ăру пуласлăхĕпе малашлăхĕ, вĕсем тивĕçлĕ воспитани илсе пурнăçра хăйсен вырăнне тупасси, çĕршыва юрăхлă çынсем пуласси çемьери йĕркелĕхпе ашшĕ-амăшĕ хушшинчи хутшăнусемпе тачă çыхăннă. Çемье пĕлтерĕшне юлашки çулсенче патшалăх шайне кăларни ăнсăртран мар. Çĕршыв правительстви демографи политикин ыйтăвĕсене татса парассипе пĕр вĕçĕм ĕçлет. Кусем вĕсем çамрăк çемьесене хваттер туянма уйăрса паракан кредитсем те, иккĕмĕш е хыççăн çуралнă ачасемшĕн паракан ача амăшĕн капиталĕн сертификачĕ те, ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк специалистсене кил-çурт çавăрма уйăракан укçа-тенкĕ те.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти влаç тата хăй тытăмлăх органĕ- сен çемьесене çирĕплетессипе ĕçлемеллине тăтăшах калать. Чăваш Енĕн юстици министерствипе ЗАГС органĕсем çемьери ырă йăласене çирĕплетесси тата уйрăлакансен хисепне чакарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал Раççейри ЗАГС йĕркеленнĕренпе 100 çул çитет, çавна май çĕршыв шайĕнче тĕрлĕ мероприяти пулса иртет. Эпир хамăр та ЗАГСăн хăтлă залĕнче савăнăçлă лару-тăрура мăшăрсене пĕрлештеретпĕр, нумай çул пĕрле пурăнакансене тата нумай ачаллă çемьесене чыслатпăр, «çавра сĕтелсем» ирттеретпĕр.

Амăшĕпе ашшĕн авторитетне ÿстересси, çемьесене çирĕплетесси Элĕкри ЗАГС органĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. Пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса чылай çул пĕрле пурăнакансем паянхи кун чăннипех те хисепре. Районта 27 çемье 50 çул пĕрле пурăнать. Çавăн пекех 55 çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан 17 çемье шутланать. 60 çул каялла пĕр тĕвве пĕрлешнисем 9 çемье пулсан, 65-70 çул пĕрле пурăнакансем иккĕ. Вĕсен опычĕпе ăслăлăхĕ çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Тавăт ял тăрăхĕнче 50 çул ытла пурнăç çулĕпе пĕрле утăмлакан мăшăрсем ытларах пулнине те палăртса хăварас килет. Туйăмсене упракан тата çемье вучахне паянхи кун та çирĕп тытса пыракан çемьесем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсен кашнин хăйĕн кун-çулĕ, çапах та вĕсене пурне те асамлă туйăмсем - юрату тата пĕр-пĕрне ăнланни пĕрлештерсе тăраççĕ.

Демографи лару-тăрăвне илес пулсан паянхи кун тĕлне районта 78 ача кун çути курнă. Çемье çавăракансем вара 44 мăшăр. Телее, уйрăлакансен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан чакнă. Юлашки 2 уйăхра кăна хут уйăрттаракансем пулман. Çемье институчĕсене тата çемье хаклăхне çамрăксенче çирĕплетесси те тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Çемьесене сыхласа хăварас тĕллевпе ЗАГС органĕн ĕçченĕсем мăшăрланма хатĕрленекен çамрăксемпе профилактика калаçăвĕсем ирттереççĕ. Авалхи йăла-йĕркене сыхласа хăварасси чи малтанах хамăртан килет. Шел пулин те, чăваш йăли-йĕркипе туйсем ирттернине сайра-хутра çеç курма пулать халĕ. Чăваш туйĕ тăвакансем пурри савăнтарать кăна. Чи çирĕп çемье никĕсĕ - юратупа килĕшÿре, пĕрне-пĕри ăнланнинче тата хисепленинче. Çак туйăмсем йывăрлăха çĕнтерме пулăшаççĕ, тĕллевсене пурнăçлама вăй-хăват параççĕ. Телейлĕ çемьере тăнăçлăх хуçаланать, ашшĕпе амăшне хисеплекен, ĕçчен те ырă ачасем çитĕнеççĕ.

Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика