Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://alikov.cap.ru/
Çемьере ача çурални - пысăк савăнăç. Ачасăр çемье телейсĕр, ырлăхсăр шутланнă. Ырра ĕмĕтленекен чăваш сак тулли ача кĕтнĕ. Тĕнчене пĕчĕк пепке килсен çÿл тÿпере çăлтăр ялкăшса каять теççĕ. Кил хуçисем ирĕк памасăр çуралнă ачана пăхма юраман. Пепкине кăтартасшăн пулсан амăшĕ е асламăшĕ ачан çамки çине хăрăмпа пăнчă лартнă. Ача ан куçăхтăр тесе çапла тунă. Çемьере хĕр çуралсан «кĕмĕл», ывăл кун çути курсан «ылтăн» тенĕ. Ача çурални - кил-йыш историйĕнче уçăлакан çĕнĕ страница. Пирвайхи кулă, ача кăшкăрни, макăрни, пĕрремĕш хут пусса малалла утăмсем туни - кашниех пĕлтерĕшлĕ.
Кăçал Раççей ЗАГСĕ 100 çул тултарать. Çакна шута илсе тата Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тĕпе хурса республикăра ЗАГС ĕçченĕсем хушшинче мартăн 15-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 30-мĕшĕччен «Савăнăçлă лару-тăрура ача çуралнине регистрациленине чи лайăх ертсе пыракан» професси ăсталăхĕн конкурсĕ иртет. Савăнăçлă мероприяти пирĕн районта сентябрĕн 19-мĕшĕнче иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, Чăваш Республикин Юстици министрĕн çумĕ Алексей Вязов, ЗАГС пайĕн начальникĕ Любовь Артемьева, Элĕкри Иванпа Елена Лазаревсем тата Александрпа Елена Терентьевсем хăйсен пĕчĕк пепкисемпе хутшăнчĕç.
«Эсир - телейлĕ çынсем. Сирĕн çемйĕрсенче çĕнĕ ĕмĕр çыннисем кун çути курчĕç. Пĕчĕк пепкесене ÿстерме чăтăмлăх, çепĕçлĕх кирлĕ. Çирĕп çемьере çеç ачасем телейлĕ çитĕнеççĕ», - мăшăрсене саламларĕ Любовь Артемьева, ашшĕ-амăшне ача çурални çинчен калакан свидетельствăсене алла пачĕ.
«Çемье вăл - патшалăхри патшалăх. Кашни çемьен хăйĕн йăли-йĕрки, тĕллевĕ. Ачасем пурне те савăнăç кÿреççĕ. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парасси, çĕршывшăн юрăхлă çынсем тăвасси сирĕнтен килет», - палăртрĕ Александр Куликов. Вăл Терентьевсене тата Лазаревсене парнесем парса чысларĕ. «Кăçал Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Çавăн пекех Раççейри ЗАГС органĕ 100 çул тултарать, Элĕк районĕ те 90 çулта. Çак паллă çулталăкра сирĕн çемйĕрсенче пĕчĕк хĕр пĕрчисем кун çути курнă. Сире пурсăра та ачасене пăхса ÿстерме çирĕп сывлăх тата телей сунатăп», - терĕ Алексей Вязов. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн саламлă çырăвне вуласа пачĕ. Уява килнĕ хăнасем те мăшăрсене ача çуралнă ятпа саламларĕç. Кураккассинчи «Тарават» фольклор ушкăнне çÿрекенсем ĕлĕкхи пурнăçа сăнласа пачĕç. Кунтах - кăмака, ун çумĕнче сăпка ларать. Кил хуçи хĕрарăмĕ уйран уçланă май çăм арласа ларакан хунямăшĕпе сăпка юрри юрлать, мăшăрĕ вара курăс çыхать. Элĕкри культура çуртĕнче тăрăшакан Владимир Терентьевпа Тăвăш Юнтапари Владислав Герасимов уява килнисене хаваслă юрă-кĕвĕ парнелерĕç. Элĕкри тĕп тата ача-пăча библиотека ĕçченĕсем «Атте-анне пурри - кил илемĕ», «Ачасене килте тата шкулта воспитани парасси» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ.