Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.07.03 Элĕк илемленет

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://alikov.cap.ru/

Юлашки çулсенче район центрĕнчи А.Г.Николаев ячĕллĕ парк чăн-чăн культура вырăнĕ пулса тăчĕ. Кунта уçăлса çÿреме, ларса канма майсем çителĕклĕ.

- Парка çĕнĕ сăн кĕртес тĕллевпе ĕмĕрхи ват çăкасен тураттисене иртсе тирпей-илем кÿтĕмĕр. Çĕнĕрен лартнă хунавсем чĕрĕлсе вăй илчĕç, ешерме те пуçларĕç, - пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Николаев.

Пĕвесене тасатассипе те ĕçлемен мар. Сăмахран, Смородинăрине тĕпренех çĕнетнĕ.

Шыв енчен тухса тăнă йывăрлăхсене сирсе ярас тесе шыв башнисене ĕçлеттернĕ. Пурĕ сакăр çăл алтнă.

Тăван тавралăха тирпей-илем кĕртмелли уйăхлăха хутшăнса, йывăçсем лартассине йĕркеленĕ. Хурăн, чăрăш, çăка хунавĕсене пурĕ 1200 тĕм лартнă. «60 лет Победы» урам çывăхĕнче, 3 гектар  çинчех çамрăк вăрман ешерет халĕ. Чечексем çичĕ тĕрлĕ туяннă, 3500 кăк лартнă.

Урамсене никĕслесе якатса тăрасси тĕп вырăнта пулмалла. Çак кунсенче «Алиководорстрой» общество ĕçченĕсем пулăшнипе çак ĕçе те пурнăçланă. Элĕк ял тăрăхĕнче тирпей-илемĕшĕн ятарлă бригада – 14 çын вăй хурать. – Кусем ĕçе вырнаçтаракан центрта тăракансем. Вĕсене ĕç укçипе вăхăтра тивĕçтереççĕ.

Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика